Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +27.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ача пахчисем

Культура
Росреестр сӑнӳкерчӗкӗ
Росреестр сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкула культура эткерлӗхӗн ҫурчӗ тесе йышӑннӑ. Вӑл вӗренӳ учрежденийӗ хулари Владимир тӑвӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ.

Шкула 1950 ҫулта ҫӗкленӗ. Малтан шкул хальхи 36-мӗш ача пахчи ҫуртӗнче вырнаҫнӑ, 1959 ҫулта кӳршӗллӗ ҫурта куҫнӑ.

Шкула классика зодчествин формиллӗ туса лартнӑ. Тӑватӑ хутла ҫурта П саспалли евӗр купаланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/rosreestr21/1796
 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӳкеҫри «Крепыш» ача пахчинчи пӑтӑрмах пирки Софья Савнеш ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: унта физкультура инструкторӗ ачасене алӑран кӑнттаммӑн тытса сӗтӗрнӗ-мӗн.

Видео халӑх тетелӗнче сарӑлнӑ хыҫҫӑн прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ.

Пӑтӑрмах хыҫҫӑн физкультура инструкторӗ ӗҫрен пӑрахса кайнӑ иккен.

 

Республикӑра

Халӑх тӗтелӗсенче Кӳкеҫри «Крепыш» ача пахчинчи видео сарӑлма тытӑннӑ. Унта физкультура инструкторӗ ачасене алӑран кӑнттаммӑн тытса сӗтӗрни курӑнать.

Кун пекки унта пӗрре кӑна мар пулнӑ иккен. Видео ҫинче ку хӑш кун пулса иртнисем паллӑ.

Шупашкар районӗн прокуратури ҫак тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ку ӗҫе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх тата йӗрке органӗсене те явӑҫтараҫҫӗ.

 

Вӗренӳ
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республика шайӗнче иртнӗ професси ӑсталӑхӗн «2025 ҫулхи воспитатель» конкурс финалисчӗ Зинаида Павлова Раҫҫей шайӗнче иртекен конкурса тухса кайнӑ.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ Краснодар тӑрӑхӗнчи Геленджик хулинче пулӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 22-28-мӗшӗсенче иртӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре шӑпӑрлансене пӗчӗкрен ҫӗр ӗҫне хӑнӑхтараҫҫӗ. Ку вӑл ахальтен мар ӗнтӗ.

Лаша пуласси тихаран паллӑ, ҫын пуласси ачаран тесе каланӑ ваттисем.

Чӑваш Енре ачасене ял пурнӑҫне тата ял хуҫалӑхӗнчи ӗҫе юратма хӑнӑхтарас тесе ача пахчисенче агролабораторисем уҫнӑ. Паянхи куна ун пекки 137 ача пахчинче пур.

Проекта 146 аграри предприятийӗ, кооперативсемпе фермерсем хутшӑнаҫҫӗ.

Аграри лабораторийӗсем Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче – 19, Муркаш тӑрӑхӗнче — 12, Шупашкар тӑрӑхӗнче – 10.

 

Пӑтӑрмахсем
yandex.ru/search/?text=чебоксары+36+детский+сад сӑнӳкерчӗкӗ
yandex.ru/search/?text=чебоксары+36+детский+сад сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Ленин районӗнчи прокуратура хулари 36-мӗш ача пахчи япӑхса кайни пирки халӑх тетелӗнче ҫырни тӑрӑх пӗлнӗ те тӗрӗслев ирттернӗ.

1950 тата 1975 ҫулсенче туса лартнӑ корпуссенчен тӑракан ача пахчинче, чӑн та, тӗплӗ юсава ҫурта хута янӑранпа та ирттермен иккен. Кӑлтӑк ача пахчи патне пымалли ҫул япӑхса кайнинченех пуҫланнӑ. Вӑл темиҫе ҫул каяллах шӑтӑк-путӑкланса пӗтнӗ пулин те вӗренӳ учрежденийӗн ертӳҫисем кун пирки яваплисене пӗлтермен, кӑлтӑка пӗтерме ҫине тӑман-мӗн. Шалта вара стена та, урай та, мачча та, чӳрече рамисем те япӑхса пӗтнӗ. Унсӑр пуҫне кантӑк ваннӑ вырӑнсем те пулнӑ.

Прокуратура кӑлтӑка пӗтерме ыйтса хула администрацине хут ҫырса панӑ.

 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш тӑрӑхӗнчи Москакассинчи ача пахчине вӑхӑтра туса пӗтереймен.

Тунтикун Чӑваш Ен Правительствин пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов ирттерне канашлура вӑхӑтра туса пӗтер пӗтереймен объектсемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва тишкернӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне ун пеккисем республикӑра 18 пулнӑ, ҫав шутра Москакассинчи ача пахчи те.

Ӑна хӑпартма «Главинвестстрой» обществӑпа контракт алӑ пуснӑ. Строительствӑна 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Кайран вӑхӑта кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне куҫарнӑ. Анчах ҫав вӑхӑтра та подрядчик ӗҫе вӗҫлеймен.

 

Чӑвашлӑх
chwom.rchuv.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
chwom.rchuv.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш чӗлхи кунӗнче Муркашра «Пӗчӗк Нарспи» конкурс иртнӗ. Ӑна унта ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ.

Хальхинче конкурса 4-10 ҫулсенчи 29 хӗрача хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсен тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне кӑтартса панӑ. Вӗсене районти культура тата архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Л.А. Рыжкова саламланӑ.

«Пӗчӗк Нарспи»-2025 ята «Солнышко» (чӑв. Пӗчӗк хӗвел) 3-мӗш ача пахчинчи Анна Кожевникова ҫӗнсе илнӗ.

 

Чӑвашлӑх
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ака уйӑхӗн 21-25-мӗшӗсенче Шупашкарти ача пахчисенче «Неделя народной культуры» (чӑв. Халӑх культурин эрни) фестиваль иртӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче ачасене чӑваш юмахӗсемпе, чӑваш юррисемпе тата халӑх ваййисемпе паллаштарӗҫ.

Чӑваш тумӗпе паллаштаракан, ал ӗҫне хӑнахтаракан ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлӗҫ. Ачасене хулари музейсене илсе кайса тӑван тӑрӑх историйӗпе паллаштарӗҫ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта ача пахчинче тӳлевсене ӳстернӗ. Хушӑва Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов алӑ пуснӑ.

Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен ашшӗ-амӑшӗн 1-3 ҫулсенчи ачасемшӗн кунне 167 тенкӗ тӳлемелле, 3-7 ҫуленчисемшӗн – 184 тенкӗ. Унччен хаксем 149,8 тата 150 тенкӗ пулнӑ.

Сывлӑх енчен хавшак ачасене пӑхнӑшӑн та тӳлев ӳснӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 50
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне тухӑҫлӑ пулӗ. Йышӑнусем хӑвӑрт тӑватӑр, кӑткӑс лару-тӑруран та тухатӑр, уйрӑмах — харпӑр пурнӑҫра. Хӑюлӑха, иккӗленӳсӗр ӗҫлеме пӗлнине кӑтартатӑр. Эрне пуҫламӑшӗнче сывлӑха тимлӗх уйӑрмалла, ытлашши ӗҫлемелле мар.

Ҫу, 16

1989
37
Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
2002
24
Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та